Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай республикӑри вулавӑшсене тӗрлӗ кӗнеке парнеленӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ 3 кӑларӑма пурӗ 90 экземпляр.
Вӗсенчен пӗри – «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ…: асаилӳсем, халӑх юррисем, «Тилли юррисем» / П. Хусанкай. – Шупашкар : 7-мӗш типографи, 2022. – 68 с.». Унта поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче ҫырса илнӗ халӑх юррисем тата «Тилли юррисем» сӑвӑсен ярӑмӗ, тӗрлӗ асаилӳ кӗнӗ.
Иккӗмӗш кӗнеке — «Атя-ха, чунӑм, калаҫар! / З. Сурпан. - Шупашкар, 2023. - 147 с.». Унӑн авторӗ – Пушкӑртстанри Зинаида Семенова-Сурпан. Вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи чӑваш юррипе ташшин халӑх ансамбльне ертсе пырать. Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем 200 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Валери Туркай парнеленӗ виҫҫӗмӗш кӗнеке – «Вечный Державин : стихи и поэма / Г. Р. Державин. - Чебоксары : Типография №7, 2023. - 55 с.».
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ӗнер «Чӑваш ёлки» иртнӗ.
Уява вырати шкулта пӗлӳ илекенсем ҫеҫ мар, хулари 14-мӗш шкулӑн вӗренекенӗсемпе чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем те хутшӑннӑ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем чӑрӑш тавра чӑвашла юрланӑ, ташланӑ, вӑйӑсем вылянӑ. Вӗсен савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ: уяв пурне те килӗшнӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле е открытка хатӗрлемелле те #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» (https://vk.com/club201526545) ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла. Видеоролика маларах палӑртнӑ адреспа лартсан кашни хутшӑнакана сертификат парса чыслӗҫ.
Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статьясен йышӗ ҫак кунсенче 52 пинрен иртрӗ. Хыпара ҫырнӑ чухне пӗтӗмӗшле статьясен шутне 52 023 тесе кӑтартать.
Юлашки вӑхӑтра Википедире шаблонсене аталантараҫҫӗ (ку тӗлӗшпе тутар уйрӑмӗнчи Фархат Фаткуллин пулӑшать), Чӑваш Республикнчи ялсем пирки, тата вӗсенчен тухнӑ ҫыннисем ҫинчен ҫыраҫҫӗ. Фильмсем пирки, тӗрлӗ ӑслӑлӑхри статьясемпе те сахал мар пуянланать. Википедин чӑваш уйрӑмне Раҫҫейӗн инҫетри кӗтесӗсемпе ҫыхӑннӑ статьясем те кӗрсе пыраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, нумай пулмасть Балкар драма театрӗ ҫинчен статья хатӗрленӗ.
Чӑвашла уйрӑм 2004 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ, 2005 ҫулта вара чӑннипе те аталанма пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Википелдийӗ кунсерен вуншар ытла статьяпа пуянланса пырать, кашни кун пилӗк ҫынран кая мар хутшӑнакан пӗр тӳрлетӳ те пулин тӑвать. Википедин чӑвашла уйрӑмӗ тӗрлӗ енлӗ статьясемпе пуян: кунта Чӑваш Республикинчи ял-хула пирки те, паллӑ ҫыннисем пирки те, ҫав вӑхӑтрах ӑслӑлӑхӑн тӗрлӗ пайӗсем ҫинчен те вуласа пӗлме пулать. Апла пулин те Википедин чӑваш уйрӑмне пуянлатмалли те чылай-ха. Калӑпӑр, республикӑри нумай ял пирки кӗскен кӑна ҫырнӑ.
Чӑваш композитрӗсен ассоциацийӗ ӗнер, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче пӗтӗмлетӳ концертне ирттерчӗ.
Унта чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ. Сцена ҫине шкул ҫулне ҫитменнисенчен пуҫласа тӑнлавӗсем пасарнӑ кинемей-мучисем те тухрӗҫ.
«Музыка родного края» (чӑв. Тӑван тӑрӑхӑн музыки) программӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — ертсе пычӗҫ.
Культура ҫурчӗн пысӑк залӗнче пушӑ вырӑн та сахалччӗ. Куракансем номерсене кӑмӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Алёна Елизарова Телеграмри хӑйӗн каналӗнче Чӑваш тӗррин кунӗпе чӑвашла саламланӑ.
«Пӗлменӗн пӗр тӗрӗ, пӗлекенӗн ҫӗр тӗрӗ теҫҫӗ...
Чӑваш тӗрри – мӗн тери илемлӗ те чуна тыткӑнлакан ӑсталӑх.
Хисеплӗ ентешсем! Сире Чӑваш тӗррин кунӗпе чунтан саламлатӑп!
Чӑваш ҫӗрӗ мӗн авалтан ҫӗр пин сӑмахпа, ҫӗр пин юрӑпа, ҫӗр пин тӗрӗ-эрешпе пуян пулнӑ. Ҫак пуянлӑх ламран лама куҫса пырать. Чӑваш тӗрринче тӑван халӑхӑн пуян историйӗ упранать. Несӗлсен ӑсталӑхӗ паянхи кун ҫӗнӗлле вӑй илсе пырать. Унӑн пӗлтерӗшне упраса хӑварас, анлӑрах сарас тӗллевпех республикӑра чӑваш тӗррин кунне те никӗсленӗ.
Чӑваш тӗрри асамлӑ та илӗртӳллӗ. Тӗрӗ тӑрӑх «вулама» пулать тӗнӗ ватӑсем. Йӑх-несӗл, управ паллисене паянхи кун та ӑстасем пир ҫине тирпейлӗн вырнаҫтараҫҫӗ, хайсен ӗҫӗсемпе тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫак пуянлӑх, хаклӑ тупра упранасса, пулас ӑру патне те ҫитессе шанас килет.
Уяв ячӗпе, чӑваш тӗррине кӑмӑллакансем!» — ӑшшӑн саламланӑ министр.
«НТВ» телеканалпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи учителӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сюжетра Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Мӑналти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анжела Московцевӑпа паллаштарнӑ.
Унта чӑваш чӗлхине рэп урлӑ вӗренеҫҫӗ иккен. Андрей Шамин хатӗрленӗ сюжетра урок епле иртнипе паллаштарнӑ.
Маларах Анжела Московцева «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ – 2023» конкурсӑн 15 лауреачӗ йышне кӗнӗ.
Чӑваш Енри ача пахчисенче ӗҫлекен воспитательсем «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫ-хӗле чӑвашла йӗркелесси» программӑпа пӗлӗве ӳстермелли курсра вӗреннӗ. Курса Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Анна Егорова, Надежда Иванова тата Тамара Артемьева доцентсем ертсе пынипе педагогсем вӗренӳпе воспитани ӗҫ-хӗлне тӑван чӗлхепе йӗркелесе ирттерессин теорипе практика никӗсӗсене тишкернӗ, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ, шкул ҫулне ҫитмен ачасен чӑвашла пуплевне аталантарас ӗҫре ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлемеллли мелсемпе майсем ҫинчен пӗлнӗ, чӑвашла занятисем ирттерес хӑнӑхусене алла илнӗ.
Чӑваш Енре «Юмах патӗнче хӑнара» республикӑри конкурс иртӗ. Унта «Родной язык – язык матери» (чӑв. Тӑван чӗлхе — анне чӗлхи) проекта пурнӑҫа кӗртекен шкул ҫулне ҫитменнисен орагнизацисенче вӗренекенсем хутшӑнма пултарӗҫ.
Чӑваш халӑх е литература юмахне чӑвашла лартнӑ ӗҫсен тӑршшӗ 10 минутран вӑрӑм пулмалла мар.
Ролика ӳкерме тата монтаж тума видеокамерӑсемпе, фотоаппаратсемпе, компьютерсемпе палнштесемпе, карас телефонӗсемпе усӑ курма юрать. Видео сасси е унӑн субтитрӗсем чӑвашла пулмалла. Ӗҫсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнать.
Японири Йуто Хиҫияма Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхисене вӗренет. Вӑл чӑваш чӗлхипе те кӑсӑкланать. Вӑл чӑвашла калаҫма та, ҫырма та хӑнӑхнӑ. Ку кӑна мар, пирӗн чӗлхе пирки Японире те каласа кӑтартать.
Йуто «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлернӗ тӑрӑх, вӑл ӗнер Японири Киото хулинчи университетра иртнӗ конференцире чӑваш чӗлхи пирки каласа кӑтартнӑ, постер хӑтланӑ. Постера вӑл чӑваш ялавӗн тӗсӗсемпе тата чӑваш орнаменчӗсемпе илемлетнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Германире иртнӗ конференцире Йуто чӑваш чӗлхин инфинитив формисем ҫинчен тухса калаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |